What a Wonderful World

«What a Wonderful World!» («Мĕн тери хитре тĕнче!» — акăл.) — Боб Тиэл тата Джордж Вайс 1967 çулта хайланă юрă. Пĕрремĕш ăна Луи Армстронг çырса тĕнчипех паллăна кăларнă. 1999 çулта Армстронг юрланă «What a Wonderful World» юрăна «Грэмми» Мухтав залне кĕртнĕ. Ăна тăтăшах Луи Армстронгăн чи чапли тата юрăсем хушшинче тĕнчери чи юратни теççĕ[1].

  1. ^ http://www.pophistorydig.com/topics/tag/what-a-wonderful-world-1967/

From Wikipedia, the free encyclopedia · View on Wikipedia

Developed by Nelliwinne